Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Теветкел Николай Александрович

Теветкел Николай Александрович (чӑн хушамачӗ Петровский) — сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ, драматург, тӑлмач. 1937 ҫулхи утӑн 11-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Йӗпреҫ районӗнчи Савкка ялӗнче ҫуралнӑ.

1976 ҫултанпа СССР ҪП членӗ. 1997 ҫулта Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ятне тивӗҫнӗ.

Пурнӑҫӗ

Сӗнтӗрвӑрри профтехучилищинче, Шупашкар художество училищинче, Аслӑ литература курсӗсенче пӗлӳ илнӗ.

Шупашкарти пир-авӑр комбинатӗнче ӗҫленӗ.

Ӗҫӗсем

Хаҫат-журналта ун сӑввисем 1960-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче пичетленме пуҫланӑ. «Ҫамрӑклӑх сӑввисем» кӗнеке 1964 ҫулта тухнӑ. Кун хыҫҫӑн сӑвӑҫ пултарулӑхӗ ҫултан ҫул ҫӗкленсе пынӑ. Ун сӑввисем Мускав журналӗсенче курӑнма пуҫлаҫҫӗ. Сӑвӑласа ҫырнӑ «Киремет» трагеди Чӑваш академи драма театрӗн сцени ҫине тухни пысӑк ӳсӗ пулса тӑрать. Унӑн прозӑра та ӑнӑҫусем пур: «Хура сулӑ» кӗнеке. Сӑваҫ чӑваш поэзине сонета ҫирӗппӗн кӗртсе пысӑк пултарулӑх кӑтартрӗ.

10 кӗнеке ытла пичетлесе кӑларнӑ:

  • «Ҫамрӑклӑх сӑввисем» (1964);
  • «Ҫын чӗртнӗ ҫутӑсем» (1966);
  • «Хура сулӑ» (1978);
  • «Янравлӑ тӳпе» (1992);
  • «Сонатсем» (1995);
  • тата ыттисем.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр



 
Категорисем: Николай Теветкел
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-04-23 19:35:17 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 11866 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем